Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Чӑваш чӗлхи кунӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗ -- Чӑваш чӗлхи кунӗ. Эпир ӑна 1992 ҫултанпа уявлатпӑр. Хӑйне хисеплекен кирек мӗнле халӑх та хӑйӗн тӑван чӗлхине пысӑк пуянлӑх вырӑнне хурса хаклать. Пурне те уявпа саламлатпӑр! Паян 8-9 класра вӗренекенсем тӑван чӗлхе пуян та ҫепӗҫ, паха та асамлӑ пулнине палӑртса чӑваш чӗлхи ҫинчен сӑвӑсем вуласа ӑмӑртрӗҫ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканне Иван Яковлевич Яковлева сума суса кӗске докладсемпе тухса калаҫрӗҫ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ тунине, чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленине, чӑваш букварьне кӑларнине, шкулсем уҫнине, учительсене хатӗрленине асӑнчӗҫ,

И.Я.Яковлевӑн хӑвачӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ яланах пирӗн асра. Чӑвашсем пур, пулаҫҫӗ!!!